Веду крупнейший в мире ЧӐВАШ блог. Снимаю ВИДЕО🎬 @dobrohotov. Бронь дат, реклама📲в директ. TikTok-322k, YouTube-69k
chavashtv Чӑваш йӑли-йӗркине пӗлменнисем пулман тесе калӗҫ, пӗлекенсем ӑнланӗҫ😉
chavashtv
chavashtv РЕЦЕПТ👇🏻 Ҫуман чие - 8кг Сахӑр - 4кг Шыв - 8л 1. Чиене алӑпа лайӑх кӑна лачӑртаттартӑм. 2. Сахӑрпа, шывпа пӑтратрӑм. 3. Витрене марлӗпе витсе ӑшӑ ҫӗрте 5 кун лартрӑм. Кашни кун 2-3 хут пӑтратса тӑтӑм, ҫиеле тухакан чиесене каялла путартӑм. 4. 5-мӗш кунне марля витӗр сӗрсе кӑлартӑм. Винона хупса гидрозатвор(гидрозатвор вырӑнне резиновӑй перчаткӑна йӗппе шӑтарса лартса усӑ курма пулать) лартса тӗттӗм ҫӗре пӗр уйӑха лартрӑм. 5. Пӗр уйӑх ҫитсен фильтр витӗр винона кӑлартӑм та кӗленче савӑтсем ҫине куҫартӑм. Проба тесе пӗр курка ятӑм, лайӑх тӗлӗк курса ҫывӑртӑм. Ыйту пулсан велком, хуравлама хатӗр😁